Пӗлӳ — Пӗлменлӗх

 

7572Пӗлмен лайӑха иличчен пӗлнӗ усала илсе яр.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7573Пӗлмен пуҫа хуйхӑ ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7574Пӗлмен ҫула чӗлхепе хыпашла.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7575Пӗлмен ҫулпа утиччен — пӗлнӗ сукмак.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7577Пӗлмен ҫынна вӗрентме вилнӗ ҫынна чӗртнинчен те хӗн.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7576Пӗлмен ҫынна пурте тинӗс.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7578Пӗлмен ҫынна ҫул нумай.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7579Пӗлмен ҫынтан ан ыйт.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7580Пӗлмен ҫыншӑн ҫул нумай.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7581Пӗлмен ҫыншӑн шыв та эрех.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7582Пӗлмен туйӗнче пӑсарнӑ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7583Пӗлмен тӳр ҫул пуҫа ҫавӑрать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7584Пӗлмен этем лӑпкӑн ҫывӑрать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7585Пӗлменӗн пӗр тӗрӗ, пӗлекенӗн ҫӗр тӗрӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7586Пӗлменни ал-урана ҫыхлантарать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7587Пӗлменни выртать, пӗлекенни чупать теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7588Пӗлменни инкек мар, пӗлме тӑрӑшманни инкек.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7589Пӗлменнин куҫӗ те, кучӗ те ыратмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7590Пӗлменнин пуҫӗ ыратмасть, пӗлекенӗн ыратать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7591Пӗлменнине пӗлесех килет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7592Пӗлменнине пӗлме тӑрӑш.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7593Пӗлменнине Турӑ каҫарать теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7594Пӗлменнине ыйтса пӗл.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7595Пӗлменнисем нумай пулӗҫ, вӗрентекен ҫук пулӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7596Пӗлмесӗр ҫынна вӗрентме ан хӑтлан теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7597Пӗлмесӗр хӑтланакан пуҫне ҫинӗ теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7599Пӗлнӗ ҫул пӗлмен ҫулран кӗскерех.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7600Пӗлнӗ ҫула кӑтартакансем те нумай.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7601Пӗлнӗ ҫулпа утма ҫӑмӑл.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7598Пӗлнӗ-пӗлмен пӗлӗм пӗҫереймӗн.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7602Пӗлни пӗлӗм ҫитерӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7603Пӗлни савӑнтарать, пӗлменни тарӑхтарать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7604Пӗлнинчен пӗлменни нумай.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7605Пӗлтӗклӗ ҫын тем те пӗлӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7606Пӗлӳ илесси пӗлӗм ҫиесси мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7607Пӗлӳ илни ҫывӑх тус туянать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7608Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7609Пӗлӳ пухма пештӗр кирлӗ мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7610Пӗлӳ укҫаран хаклӑ, ҫӗҫӗрен ҫивӗч, тупӑкран хӑрушрах.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7611Пӗр вӗренне икӗ вӗренмен парать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7612Пӗчӗккӗлле вӗреннӗ йӑлана нимӗнле те пӑрахма ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7613Пӗчӗккӗлле вӗреннине ним те ҫитместь.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7614Пур кӗнеке те ырра вӗрентмест.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7615Пурне те пӗлекен пулӑ ҫинӗ тет, пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрнине пӗлмен тет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7616Ҫамрӑкла вӗренеймесессӗн ватӑлсан вӗренме хӗн вара.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7617Ҫапа пӗлмен ал-ура хӑйнех кутӑн лекнӗ тет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7618Ҫапма пӗлмен пушийӗ хӑйне ҫавӑрӑнса тивнӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7619Ҫӑкӑра ҫиме пӗлес пулать, пурнӑҫа пурӑнма пӗлес пулать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7620Ҫунтарма пӗлсен шыв та ҫунать, ҫунтарма пӗлмесен ҫу та ҫунмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7621Ташла пӗлекене пӗр хӑма та ҫитет, ташла пӗлмен ҫынна петӗм урай хӑми те ҫитмен.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх